Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: муркаш районӗ

Вӗренӳ
Олег Николаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Олег Николаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑ.

108 вырӑнлӑх шкула тӑвасси графикпа пӑхса хӑварнинчен юлсарах пырать иккен. Ҫакӑ проектпа смета документацине улшӑну кӗртнипе, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр ҫӗнӗрен кӑларма тивнипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗ подрядчика ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ. Шкула вӑл ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне туса пӗтерме хистесе каланӑ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне строителсьтвӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗл кӑсӑклантармасть, вӗсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вырӑнти ҫӗнӗ шкула каясси пӗлтерӗшлӗ.

Аса илтерер: Кашмашри шкулта ачасене аграри енӗпе хушма пӗлӳ парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

ВАЗ-2112 машина водителӗ руле итлеттереймесӗр канализаци люкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ, унтан газ пӑрӑхӗ ҫине пырса тӑрӑнса ЛЭП линине йӑтса антарнӑ. Ку авари ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехет те 50 минутра Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче пулнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫӑмӑл машина пассажирӗ вилнӗ. Тепӗр пассажира тата водителе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем йывӑр аманнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть чӑваш блоегерӗн Константин Доброхотовӑн ҫемйи аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисене, мӑшӑрне киле янӑ. Костьӑпа амӑшӗ хальлӗхе пульницӑра.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри 15 ялта африка чумине пула мӗнпур сыснана вӗлереҫҫӗ. Республика Элтеперӗн йышӑнӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Сыснасене вӗлерсе, унсӑр пуҫне сысна ашне те ҫунтарса яраҫҫӗ. Карантин зонине Муркаш тата Элӗк районӗсенчи 15 ял лекнӗ. Унта хир сыснисем африка чумипе чирлине тупса палӑртнӑ.

Сысна пӗтермелли ялсен шутне Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Шӗвӗш; Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси, Очӑкасси, Ҫӗньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуҫ, Ятман, Ҫӗньял Очӑкасси; Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Катӑкуй, Шетмӗпуҫ; Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Тури Панкли, Вӑрманкас, Анатри Панкли, Нӳрет, Хурӑнкасси ялӗсем лекнӗ.

1 килограмм сыснашӑн хыснаран 119 тенкӗ те 82 пус тӳлӗҫ, 1 килограмм сысна ашӗшӗн — 265 тенкӗ те 47 пус, 1 килограмм шӑмӑсӑр сысна ашшӗшӗн — 335 тенкӗ те 88 пус.

 

Сывлӑх

Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ. Мӑн Хураҫка ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ хут ҫинче пур иккен те, анчах юсама хупнӑранпа ӑна тек уҫман-мӗн.

Яла куҫса ҫӳрекен ФАП юнкунсеререн терапевтпа яла килсе каять. Инфекципе чирлисене Шупашкара илсе каяҫҫӗ.

Вырӑнти пульницӑри стационарта пӗр уйӑх ҫурӑ ӗнтӗ урай ҫӑвакансем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Неврологпа терапевт отпускра.

«Ҫынсене килте сипленме хистеҫҫӗ. Ҫавна пула шала кайнӑ чирсем. Манӑн ӗҫтешӗм Александр Андреев Чӑваш Ен прокурорӗнчен пулӑшу ыйтрӗ», – тесе хыпарланӑ РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

 

Вӗренӳ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗ.

Кашмашри шкулта 108 ача вӗренмелӗх вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Строительство ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ – 147 миллион тенкӗ ытла.

Строительство епле шайра пынине нумаях пулмасть ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тата район администрацийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Пулас вӗренӳ учрежденийӗнче халӗ ҫивиттие витеҫҫӗ, ҫутӑ кӗртеҫҫӗ, шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, алӑксем лартаҫҫӗ, нӳхрепе йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Шкул патне Яриков урамӗпе ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Шкул умӗнче стоянка пулӗ, урама ҫутатмалла тӑвӗҫ. Ку ӗҫ валли 11,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ.

Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Муркаш районӗнче ӳсӗр хӗрарӑм ҫуран утакан ҫынна машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ. Ку 10 сехет ҫурӑра Йӳҫкасси ҫывӑхӗнче пулнӑ.

«Семерка» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм ача кӗтни паллӑ. Курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр курӑннӑ. Вӑл ҫул хӗррипе утакан 59 ҫулти арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын йывӑр сурансене пула вилнӗ.

Хӗрарӑма авари вырӑнӗнче медосвидетельствовани тунӑ. Вӑл чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ.

 

Культура

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать.

Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ.

Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлавпа шырав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлавпа шырав службин архивӗнчи сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.

Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.

 

Республикӑра
vremenynet.ru сайтри сӑн
vremenynet.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 100 ҫултан иртнӗ 10 пациента пулӑшнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ – хӗрарӑмсем, пӗри – арҫын.

Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑскерсене мӗн канӑҫсӑрлантарнӑ? Вӗсен юн пусӑмӗ ӳснӗ, ӳт температури хӑпарнӑ, сывлама йывӑрланнӑ.

100 ҫултан иртнисем Шупашкарта, Канашра, Етӗрнере, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Муркаш районӗсенче пурӑнакансерсем. Чи асли – 107 ҫулта. Вӑл вӑй ҫуккине, пуҫ ҫаврӑннине туйнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72788
 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 105
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи